Пултаруллӑ сӑвӑҫсем пирӗн халӑхӑн сахал мар пулин те Канаш районӗнчи Кивӗ Ахпӳртре ҫуралнӑ Алексей Аттил вӗсен йышӗнче уйрӑм вырӑн йышӑнать. Пурӑннӑ пулсан паян вӑл 70 ҫул тултармаллаччӗ. Шел те, кун-ҫулӗ вӑрӑм пулман унӑн, вӑтӑр улттӑра ҫӗре кӗнӗ.
Алексей Аттил (ашшӗпе Васильевич) хӑйӗн сӑввисене васкамасӑр ҫырнӑ, — пӗлтерет Вениамин Тимуков: «Вӑл хыпаланмасӑр, чунра капланнӑ шухӑш-туйӑма ҫынсене каласа памасӑр пурӑнма май ҫук чухне кӑна сӑвӑсем хывнӑ». Ҫавӑнпах пулӗ, вӗсем нумаях мар пулин те, кашни сӑввинче тенӗ пекех тарӑн философи вуланать.
Алексей Аттилӑн сӑввисем уйрӑммӑн пӗр кӗнекере ҫеҫ тухнӑ — «Илем» ятлинче (1985). Паян эпир ҫав кӗнекене электронлӑ вулавӑша кӗртсе пӗтертӗмӗр — пултаруллӑ сӑвӑҫӑн ӗҫӗпе унта туллин паллашма пулать.
Вӗренме ҫӳремесӗр, экзамен тытмасӑр та пиллӗк паллӑ илмешкӗн май пур иккен — Чӑваш патшалӑх унивеститечӗн Канашри филиал директорӗ пулӑшсан. Паллах, ахаль мар — укҫалла.
Право йӗркин хуралҫисем Чӑваш патшалӑх университечӗн Канашри филиал директорӗн кабинетне ухтармашкӑн темиҫе эрне каяллах пырса кайнӑ. Следстви шучӗпе куҫӑмсӑр майпа вӗренекен 3 ушкӑнри студентсем 150 пин тенкӗлле зачеткисене «5» паллӑ ларттарнӑ. Анчах та пуҫиле ӗҫе малалла тӗпченӗ май тата ытти лайӑх мар пулӑм та ҫиеле тухнӑ. Ҫапла майпа университетӑн Канашри филиалӗнче вӗренекен пӗр хӗрӗн ултавлӑ майпа илнӗ «пиллӗксем» тата тепӗр 5 пуҫиле ӗҫе пуҫарма хистенӗ.
Раҫҫей Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗн ертӳҫин аслӑ пулӑшуҫи Олег Дмитриев каласа панӑ тӑрӑх: аслӑ шкул филиалӗн директорӗ 2008–2012 ҫулсенче студенткӑран 50 пин тенкӗ ытла взятка илсе вӗренме ҫӳремесӗрех, ӑна пӗр зачет та, пӗр экзамен та тыттармасӑрах курсран курса ӑнӑҫлӑ куҫарса пынӑ. Диплома ӗҫӗ те ҫырман ҫав хӗр — ҫавах та ӑна вӑл пиллӗклӗх хӳтӗленӗ пулса тухать.
Ӗнер пӗтӗм тӗнче театр кунне паллӑ турӗ. Канаш районӗнче те ҫак куна тивӗҫлӗ ирттерчӗҫ — районти культура ҫуртӗнче ӑсталӑх тулашӗнчи театрсен «Всегда театр» (чӑв. «Театр яланлӑха») ятлӑ фестиваль конкурсӗ иртрӗ.
Пурӗ унта районти 11 ушкӑн хутшӑнчӗ, вӗсен пултарулӑхне культура ҫурчӗн директорӗ О.С. Микушина, информаципе меслетлӗх пайӗн заведующийӗ З.С. Николаева, районти куҫса ҫӳрекен культура ҫурчӗн заведующийӗ В.В. Борисова, культура ҫурчӗ ҫумӗнчи халӑх театрӗн режиссёр-постановщикӗ Н.Ф. Антонова хакларӗҫ.
Профессилле мар театр ушкӑнӗсем пӗр пайлӑ пьесӑсем е спектаклӗн пӗр пайне лартса пачӗҫ. Ямашри «Ямаш ен» драма ушкӑнӗ (ертӳҫи Краснова М.В.), сӑмахран, Н. Сидоровӑн «Кукша пуҫа куршанкӑ ҫыпҫӑнмасть» спектакль кӑтартрӗҫ. Хаклавҫӑсен кӑмӑлне кайрӗ — ушкӑн «Чи лайӑх пӗр актлӑ спектакль» номинацире ҫӗнтерчӗ, Мак Макович сӑнарне вылякан Н. Павлова вара «Чи лайӑх арҫын сӑнарӗ» номинаци лекрӗ.
Вӑтапуҫри «Ҫӑлкуҫ» ушкӑн та Н. Сидоровӑн хайлавне лартрӗ — ҫак спектакле (пайне ӗнтӗ) халӑх умӗнче пӗрремӗш хут кӑтартрӗҫ пулин те премьера ӑнӑҫлӑ иртрӗ — «Чи лайӑх спектакль пайӗ» номинацире мала тухрӗҫ.
«Канаш ен пики» конкурсра ҫӗнтернӗ Ҫӗнӗ Шӗлттем хӗрӗ Алиса Чайникова иртнӗ шӑматкун республика шайӗнчи «Чӑваш пики» ӑмӑртура та хӑйне маттур кӑтартма пултарчӗ, «Чӑваш пики–2013» ята ҫӗнсе илчӗ.
Пушӑн 23-мӗшӗнче Яков Ухсай ячӗллӗ культура керменӗнче иртнӗ ӑмӑртӑва Алисӑсӑр пуҫне тата 13 хӗр хутшӑнчӗ, вӗсем Шупашкар, Канаш, Ҫӗнӗ Шупашкар хулисенчен тата Елчӗк, Етӗрне, Йӗпреҫ, Комсомольски, Муркаш, Сӗнтӗрвӑрри, Ҫӗрпӳ, Тӑвай, Улатӑр, Элӗк районӗсенчен пулчӗҫ.
Ӑмӑртури ытти чыславсем ҫак хӗрсене лекрӗҫ:
• Вице-Чӑваш пики–2013 — Лилия Петрова (Етӗрне районӗ);
• Куракансен кӑмалне кайнӑ пике — Екатерина Козлова (Муркаш районӗ);
• Ҫепӗҫ пике — Елена Рыжова (Канаш хули);
• Ӑс пике — Мария Шемякина (Йӗпреҫ районӗ);
• Хӳхӗм пике — Татьяна Константинова (Тӑвай районӗ);
• «Ю-ТВ» пики — Алиса Чайникова.
Ҫитес эрнере, шӑматкун, пушӑн 23-мӗшӗнче ҫулсерен ирттерекен «Чӑваш пики – 2013» илем ӑмӑртӑвӗ иртӗ. Хитре пикесем кӑҫал Яков Ухсай ячӗллӗ культура керменӗнче пухӑнӗҫ, пуҫламӑшӗ 18 сехетре. Йӗркелекенсем: Чӑваш наци конгресӗ, ҫамрӑксен «Хастар» пӗрлешӗвӗ. Пулӑшаканӗ: Чӑваш Республикин культура тата национальноҫпе тата архив ӗҫӗсен министерстви.
Илем ӑмӑртӑвне 17–25 ҫулхи хӗрсем хутшӑнаҫҫӗ. Вӗсем пурте — районсемпе хула шайӗнчи илем конкурсӗсенче мала тухнӑ хӗрсем. Ӑмӑртӑва хутшӑнакансен тупӑшӑвӗ 5 тапхӑртан тӑрать: «Паллаштару», «Ӑс-тӑн конкурсӗ», «Пултарулӑх конкурсӗ», «Чӑваш апачӗ», «Чӑваш ҫи-пуҫӗ». Яланхи пекех чи маттур ултӑ пикене уйӑрса илӗҫ: Чӑваш пики, Вице-чӑваш пики, Хӳхӗм пике, Ҫепӗҫ пике, Ӑс пике, Куракансем кӑмӑлланӑ пике.
Асаилтерме: «Чӑваш пики – 2012» ята пӗлтӗр Муркаш районӗн хӗрӗ Елена Порфирьева ҫӗнсе илнӗччӗ. Ҫавӑн пекех Канаш районӗнчи Лариса Яковлева («Вице-чӑваш пики – 2013»), Тӑвай районенчи Анжела Илларионова («Куракансем кӑмӑллана пике») хӑйсене маттур кӑтартнӑччӗ.
Канаш районӗнчи Асхва ялӗнчи культура керменӗнче «Канаш ен пики — 2013» конкурс иртнӗ. Ӑна чӑваш культурипе, йӑли-йӗркипе, тумӗпе, юрри-ташшипе, апачӗпе паллаштарас тӗллевпе ҫулсерен йӗркелеҫҫӗ.
Кӑҫал унта 16 ял тӑрӑхӗнчен 17-25 ҫулсенчи 17 пике хутшӑннӑ. Чиперккесем ал ӗҫӗ тӑвас, апат пӗҫерес, юрлас-ташлас енӗпе ӑмӑртнӑ, анлӑ тавра курӑмлӑ пулнипе савӑнтарнӑ. «Канаш ен пики — 2013» ята Ҫӗнӗ Шелттем ял тӑрӑхӗнчи Алиса Чайникова ҫӗнсе илнӗ. Ӑвӑспӳрт Кипечри Наталия Митрофановӑна вара жюри членӗсем «Хӳхӗм пике» тесе палӑртнӑ. Уҫырмари Ольга Николаева «Ҫепӗҫ пике» номинацире ҫӗнтернӗ. Янкӑлчри Анастасия Патшина ӑс-хакӑл енӗпе пуринчен те маттуртарах пулнӑ. Шӑхасанти Елена Кирилловӑна вара куракансем ытларах килӗштернӗ. Пултаруллӑ хӗр-упраҫа тав ҫырӑвӗсемпе, парнесемпе чысланӑ.
«Чӑваш пики — 2013» Шупашкарта вара пушӑн 23-мӗшӗнче Яков Ухсай ячӗллӗ культура керменӗнче иртӗ.
Канаш районӗнчи Вӑрман Алкаринкасси Ухман ялӗнче вырнаҫнӑ тӗслӗхлӗ вулавӑшра ҫӗнӗ кӗнекесен куравне йӗркелерӗҫ. Ялти вулавӑша ҫынсем ҫӳреме пӑрахман-ха — ҫӗнӗ кӗнекесене те кунта тухнӑ-тухман тенӗ пекех кӳрсе тӑраҫҫӗ.
Курав ҫӳлӗкӗсем ҫинче Нелли Петровскаян «Тухатмӑш», А.Д. Хмытӑн «Леш тӗнчерен», Порфирий Афанасьевӑн «Каҫхи кӑвайт», Виталий Енӗшӗн «Суйласа илнисем», Валентина Тараватӑн «Ēмӗтсем» кӗнекисене курма пулать.
Ҫавӑн пекех тӗрлӗ ӑрури вулакан валли кӑларнӑ кӗнекесем те сахал мар: ӳнерпе ҫыхӑннисем, шкул ачисен ӑнлантару словарӗ, акӑлчанла-вырӑсла словарь, ют чӗлхесен словарӗ, «Мясные салаты» (чӑв. «Аш салачӗсем») кӗнеке тата ыттисем. Вулавӑш ӗҫченӗсен шухӑшӗпе шкул ачисене уйрӑмах тӗрлӗ халӑх юмахӗсен кӗнеки кӑмӑла кайӗ.
Ялти тӗслӗхлӗ вулавӑш пурне те хапӑл кӗтсе илме хатӗр.
Чӑваш Енӗн малашлӑхӗ пысӑк ҫемьесенче. Канаш районӗн Чулкӑмака ялӗнче кун йышши ҫемьесем йышлӑ мар. Ҫавӑнпа та вӗсем хисепре. Пилӗк ачана ҫитӗнтерсе ура ҫине тӑратасси пысӑк яваплӑх.
Чӳк уйӑхӗн вӗҫӗнче Чулкӑмакара Викторовсен йышлӑ ҫемьи валли хӑпартнӑ уйрӑм ҫурта хуҫисене парнелерӗҫ. Ҫемьере 5 ача: 3 ывӑл та 2 хӗр. Кӗҫӗнни 3 ҫулта, асли нумаях пулмасть 18 тултарнӑ. Кил хуҫи «Граск» АХО-ра слесарь пулса ӗҫлет, арӑмӗ вара ялти «Гномик» ача сачӗнче вӑй хурать.
Кашни нумай ачаллӑ ҫемьесенни пекех Викторовсен те чи кӑткӑс ыйту — кил-ҫурт ыйтӑвӗ ялан пулнӑ. Вӗсен хӑйсен те пӳрт пур, анчах та лаптӑкӗ ҫителӗксӗр.
Ҫӗнӗ ҫуртӑн лаптӑкӗ 67,4 тв.м., электричество, газ, шыв кӗртнӗ. Ҫурта «Нумай ачаллӑ ҫемьесене кил-ҫуртпа тивӗҫтересси» программӑпа килӗшӳллӗн «ПМК-400» ТМЯО хӑпартса панӑ, Республика бюджетӗнчен 1 450,0 пин тенкӗ яхӑн усӑ курнӑ.
Ҫуртӑн ҫӑра уҫҫине парнелес ӗҫ-пуҫа уявласа ирттерчӗҫ. Викторовсен ҫемьине Константин Анатольевич Никоноров Канаш район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ, Владимир Михайлович Максимов Вӑтакас Кибеч ял администрацийӗн пуҫлӑхӗ, Александр Егорович Ильин «ПМК-400» ТМЯО директорӗ саламларӗҫ.
Чӑваш халӑх сайчӗпе Чӑваш чӗлхин инҫет вӗренӳ центрӗ ирттернӗ «Ӑраскал ҫӑлтӑрӗ» литература ӑмӑртӑвӗн пӗтӗмлетӗвне тума вӑхӑт ҫитрӗ. Ку интернет конкурса эпир ачасемпе ҫамрӑксене тата чӑваш чӗлхипе литературине, культурине вӗрентекенсене чӑваш халӑхӗн кун-ҫулӗпе кӑсӑклантарас, литература пултарулӑхне аталантарас, ҫутҫанталӑкри, тӑван тавралӑхра пулса иртекен чи кӑсӑк енсене илемлӗ литература мелӗсемпе уҫса пама хавхалантарас тӗллевпе йӗркелерӗмӗр.
Чи малтанах конкурса хутшӑннӑ кашни ачана, кашни ҫамрӑка, вӗсене вӗрентекен кашни вӗрентевҫе тав сӑмахӗ калас килет — сирӗнсӗр ҫак ӑмӑрту йӗркеленмӗ пулӗччӗ, пире, ӑмӑртӑва пуҫаракансене, хайлавӑрсемпе кӑмӑлӑмӑрсене ҫӗклемен пулӗччӗ. Тавах сире!
Кӑҫалхи ӑмӑртӑва чӑн та чаплӑ хайлавсем чылай килчӗҫ — пурте те тенӗ текех пичете юрӑхлӑ. Ҫавӑнпах хӑш-пӗр ӳсӗмсенче ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртма та йывӑр пулчӗ. Хӑш-пӗр автор вырӑнсӑр юлни пире самай пӑшӑрхантарчӗ, анчах, шел те, малти вырӑнсем пурӗ те улттӑ ҫеҫ (кашни ӳсӗмре) пулма пултараҫҫӗ-ҫке.
Тӑван ҫӗршыва нимӗҫ фашисчӗсенчен хӳтӗленисен йышӗ чаксах пырать. Вӗсенчен пӗри, М.Иванов, Ӑвӑспӳрт Кипеч ялӗнче пурӑнать. Вӑрҫӑ пуҫлансанах вӑл салтак тумӗ тӑхӑннӑ. Улатимӗр облаҫӗнчи Ковров хулинче ҫар ӗҫне вӗреннӗ. Ӑна артиллери полкне янӑ. Аслӑ Ҫӗнтерӗве Берлинта кӗтсе илнӗ. Кунта вӑрҫӑ хыҫҫӑн тата икӗ ҫул хӗсметре тӑнӑ. Паттӑрлӑхпа хаюллӑхшӑн Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр, Аслӑ вӑрҫӑн пӗрремӗш степеньлӗ орденӗсемпе, медальсемпе наградӑланӑ. Яла таврӑнсан мӗн пенсие тухичченех колхозри строительсен бригадине ертсе пынӑ.
Нумаях пулмасть Михаил Иванович 90 ҫул тултарнӑ. Юбилей ячӗпе саламлама район администрацийӗн пуҫлӑхӗ В.Софронов, Канаш хулипе районӗн социаллӑ хӳтлӗх пайӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Э.Яковлева, Ӑвӑспӳрт Кипеч ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ В.Иванов пынӑ. Владислав Васильевич Раҫҫей Президенчӗн В.Путинӑн саламне вуласа панӑ.
Михаил Иванович мӑшӑрӗпе виҫӗ ача ҫуратса ӳстернӗ. Унӑн 5 мӑнукпа 3 кӗҫӗн мӑнук. Ывӑлӗпе хӗрӗ ялтах пурӑнаҫҫӗ, ашшӗ патне килсех тӑраҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 759 - 761 мм, -7 - -9 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.